Урал сасси
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ырă пуçару
16 Сентябрӗн , 15:40

Этĕлсем нимене пухăннă

Масар – сăваплă вырăн. Унта пирĕн несĕлсем канлĕх тупнă. Масара тирпей-илем кÿресси кашни çыннăн тивĕçĕ пулмалла.

Этĕлсем нимене пухăннă
Этĕлсем нимене пухăннă

Çак кунсенче Пелепей тăрăхĕнчи Этĕл ялĕнче пурăнакансем тăванĕсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна ҫĕнĕ сăн-сăпат кĕртме пухăннă. Вĕсем йывăç юпасем вырăнне çĕннисене лартнă, тимĕр карта тытса çирĕплетнĕ, юписене сăрласа илемлетнĕ.

Этĕлсем мăн асаттесен мĕн авалтан пынă ниме йăлине манман. Кама та пулсан пулăшма яланах хатĕр вĕсем. Паянхи сăваплă ĕҫе те нумайăн ырласа масар ҫине кашни килтенех тухса утнă. Аякра пурăнакансем те айккинче тăрса юлман.

Масар лапамне тирпейлемелли материала халăхран пухнă укçапа туяннă. Сăваплă ĕçе район администраци ĕçченĕсем те пысăк тÿпе хывнă. Аякри ентешсем ҫак ĕҫе хастар хутшăнса пулăшни савăнтарать. Вĕсем те  ялшăн тăрăшни, тăванĕсене манманни малалла пурăнма, ҫакăн йышши ырă утăмсем тума вăй-хăват парать.

 

Этĕлсем нимене пухăннă
Этĕлсем нимене пухăннă
Этĕлсем нимене пухăннă
Этĕлсем нимене пухăннă
Этĕлсем нимене пухăннă
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: