Пур хыпар та
Ырă пуçару
5 Майӑн 2025, 12:00

Вилнисем çÿплемеççĕ

Пушкăртстан Пуçлăхĕн Радий Хабировăн черетлĕ указĕпе килĕшÿллĕн май уйăхĕн 3-мĕшĕнче республикăра Ваттисене асăнмалли тата хисеплемелли кун пулчĕ.

Вилнисем çÿплемеççĕ
Вилнисем çÿплемеççĕ

Çак кун çынсем тăванĕсемпе çывăх çыннисен вил тăприйĕсене йĕркене кĕртрĕç, çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене пытарнă вырăнсене тасатса тирпейлерĕç тата манăçа тухнă палăксене тимлĕх уйăрчĕç.

Элшей районĕнче Кайраклă ялĕнче пурăнакансем те май уйăхĕн 4-мĕшĕнче вырăнти масар территорийĕнче пухăннă. Хĕвеллĕ те ăшă çанталăк тăни çынсен кăмăлне çĕкленĕ, ĕçлеме хавхалантарнă.  Ял çыннисем типĕ курăка кĕреплепе тураса тасатнă, вил тăприсем çинчи кивĕ чечек кăшăлĕсене пуçтарнă, пластик, целлофан тата кĕленче йышши каяшсене уйăрса михĕсене тултарнă. Унсăр пуçне кайраклăсем манăçа тухнă вил тăприсене те  йĕркене кĕртнĕ.

Паллах, пĕрле килĕштерсе ĕçленинчен хакли нимĕн те çук. Ун чухне çеç кăтартусем пулаççĕ. Анчах масар таса та сăваплă вырăн пулмаллине кашнин асра тытмалла. Мĕншĕн тесен вилнисем мар, эпирех çÿплетпĕр.

Ирида НОВИКОВА.

Элшей районĕ, Кайраклă ялĕ.

Вилнисем çÿплемеççĕ
Вилнисем çÿплемеççĕ
Вилнисем çÿплемеççĕ
Вилнисем çÿплемеççĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас