Пур хыпар та
Ырă пуçару
25 Июнӗн 2025, 12:00

Чиркÿллĕ ял пĕтмест тесе калаççĕ

Кармаскалă районĕнчи Тинĕскÿл ялĕнчи Троицки чиркĕвне 1900 çулта хăпартнă пулнă. 1915-1917 çулсенче чиркÿре Стефан Ефремович Ефремов пачăшкă ĕçленĕ. Анчах, 1926 çулта Турă çурчĕ çунса кайнă. 1990-мĕш çулсенче çынсем ыйтнипе йывăç çурт уйăрса панă. Шăпах кунта службăсем ирттернĕ, кĕлĕсем вуланă…

Чиркÿллĕ ял пĕтмест тесе калаççĕ
Чиркÿллĕ ял пĕтмест тесе калаççĕ

Вăхăт малалла шунă май Тинĕскÿлте çĕнĕ чиркÿ хăпартнă. Турă çуртне 2023 çулта Мăнкун кунне уçнă, çав кунхине пĕрремĕш кĕлĕ вуланă. Çветтуй Троицки чиркĕвне ял çыннисен укçи-тенкипе туса лартнă. Строительство ĕçĕсене те вĕсем хăйсемех пурнăçланă. Ĕпхÿ епархийĕ куçа илĕртекен ылтăн тĕслĕ хĕреспе купол парнеленĕ.

Кăçал сăваплă çуртăн территоринче юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттернĕ. Июнь уйăхĕн 11-15-мĕшĕсенче чиркÿ тавра тытнă хÿмене çĕнетнĕ, кĕмелли алăка тимĕре авса хитрелетнипе улăштарнă. Ырă ĕçе тĕне ĕненекенсем, Тинĕскÿл ял хутлăхĕнче пурăнакан хастар çынсем хутшăннă. Хăшĕ-пĕрисем ĕç ăнса та кал-кал пытăр тесе хăйсен техникипе, ĕç хатĕрĕсемпе килсе çитнĕ. Вырăнти ял Канаш администраци пуçлăхĕ Наталья Иванова  пĕлтернĕ тăрăх, строительство материалĕсене туянма «Урожай СП» ООО спонсорла пулăшу панă.  Çапла пĕрлехи вăйпа чиркÿ картишне çĕнĕ сĕм кĕртнĕ. 

Ирида НОВИКОВА.

Кармаскалă районĕ, Тинĕскÿл ялĕ.

 

Чиркÿллĕ ял пĕтмест тесе калаççĕ
Чиркÿллĕ ял пĕтмест тесе калаççĕ
Чиркÿллĕ ял пĕтмест тесе калаççĕ
Чиркÿллĕ ял пĕтмест тесе калаççĕ
Чиркÿллĕ ял пĕтмест тесе калаççĕ
Чиркÿллĕ ял пĕтмест тесе калаççĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас