Пур хыпар та
Ырă пуçару
23 Кӑрлач , 11:00

Чăваш Кăпавĕнче йăлари пулăшу ĕçĕн центрĕ пулĕ

Çак проекта пурнăçлама инвестор 30 млн тенкĕ нухрат уйăрма шантарнă.

Чăваш Кăпавĕнче йăлари пулăшу ĕçĕн центрĕ пулĕ
Чăваш Кăпавĕнче йăлари пулăшу ĕçĕн центрĕ пулĕ

Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕ ялĕнче йала çуртне хĕпартма палăртаççĕ. Унта çÿç касмалли вырăн, юсав мастерскойĕ, химчистка тата ателье пулĕ. Ку вăл «Гуд хэндс» тулли мар яваплă обществăн 30 млн тенкĕ тăракан инвестпроект шутланать тесе пĕлтернĕ Пушкăртстанри Суту-илÿ тата пулăшу министерствинче. Строительство ĕçĕсене 2025-2033 çулсенче туса ирттермелле, унта пурĕ тăхăр çынна ĕçпе тивĕçтерме май пулĕ.

«Çĕнĕ центр ялта пурăнакансене вăрăм çула тухмасăр паха йăла пулăшăвĕсемпе (услуги) тивĕçтерĕ, çакă пурнăç пахалăхне тата хăтлăхне çĕклĕ», - тенĕ суту-илÿ ведомствинче.

Сăмах май, маларах Чăваш Кăвавĕнче çĕнĕ лавкка уçнă. Асăннă ял район центрĕнчен -10,  Ĕпхÿрен 35 çухрăмра Иглин районĕнче вырнаçнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас