Урал сасси
+5 °С
Облачно
Ырă пуçару
24 Февраля , 06:00

Аякра пулсан та тăван кĕтесе манмасть

Февраль уйăхĕн 10-20-мĕшĕсенче Зайнаб Биишева ячĕллĕ «Китап» издательство Пушкăртстанри Çут ĕç министерствипе пĕрле «Юратса кĕнеке парнелĕр» акци ирттернĕ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Аякра пулсан та  тăван кĕтесе манмастьАякра пулсан та  тăван кĕтесе манмасть
Аякра пулсан та тăван кĕтесе манмасть

Февраль уйăхĕн 14-мĕшĕнче тĕнчери 40 çĕршывра Пĕтĕм тĕнчери кĕнеке парнелекен кун ирттернĕ. Пирĕн республика çыннисем кашни çул асăннă акцие анлă хутшăнаççĕ.


Эпир пурте лайăх пĕлекен çыравçă, пирĕн ентеш Дина Гаврилова, «Ты лучше всех» кĕнеке авторĕ асăннă акцие хутшăнса «Китап» издательствăн сайтĕнче хăйĕн 10 кĕнекине туянса вĕсене Ĕпхÿри П.Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн, Пишпÿлек районĕнчи Пишпÿлек тата Хушăлка ялĕсенчи шкул библиотекисене парнеленĕ.

Дина Гаврилова (Надежда Григоренко) Пишпÿлек районĕнчи Мелеспуç ялĕнче çуралнă. Халĕ Эстонире пурăнать, анчах та вăл яланах республикăра пулса иртекен пулăмсемпе интересленет, хăйĕн вулаканĕсемпе çыхăну тытать, тăван кĕтесне килсех çÿрет.

«Туссем, эпĕ çак ырă акцие хутшăнма питĕ хавас. Пирĕн ачасем хут кĕнекесене юратса вуласса, кĕнекесем урлă тĕлĕнмелле тĕнчепе паллашасса шанатăп», – тесе çырнă вăл хăйĕн социаллă сечĕсенче.

Инга АЛЕКСЕЕВА.

Автор:Инга Алексеева