Урал сасси
+20 °С
Ясно
Ырă пуçару
19 Июня , 09:00

Баян янрать, апла пулсан йăла-йĕркесем пурăнмалла

  Мияки районĕнчи Тимеш ял культура çуртĕнче чаплă та кăмăллă пулăм пулса иртнĕ.

Баян янрать, апла пулсан йăла-йĕркесем пурăнмаллаБаян янрать, апла пулсан йăла-йĕркесем пурăнмалла
Баян янрать, апла пулсан йăла-йĕркесем пурăнмалла

Пушкăрт патшалăх медицина университечĕн проректорĕ, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ, Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономин ертÿçи Виталий Викторов профессор тăрăшнипе  культура çурчĕн пурлăх никĕсĕ пуянланнă. Нумаях пулмасть вăл тимешсене баян парнеленĕ.

Виталий Васильевича  çак парнешĕн чун-чĕререн тав тăватпăр. Ку вăл кĕвĕ инструменчĕ кăна мар, пуласлăх никĕсĕ валли уйăрнă тимлĕхпе пархатарлă ĕç. Ун урлă пирĕн ачасем малашне тăван халахăн юрри-кĕввине ăша хывĕç, хăйсен тымарĕсемпе мăнаçланĕç тата чăваш йăлисене тытса пырĕç.

Хамăрăн ентеше ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр те телей сунатпăр. Çак баян паянхи кун йăла-йĕркесене упракан тата  малашне вĕсене тăсакан çынсене савăнтартăр.

Рамзия НИКИТИНА,

Тимеш ял хутлăх админитсрацин пуçлăхĕ.

Мияки районĕ.

Баян янрать, апла пулсан йăла-йĕркесем пурăнмалла
Баян янрать, апла пулсан йăла-йĕркесем пурăнмалла
Баян янрать, апла пулсан йăла-йĕркесем пурăнмалла
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас