

Пĕлÿ кунĕнче Çтерлĕ хулинчи спорт залĕсем баскетбол, волейбол тата футбол мечĕкĕсемпе тата сĕтел çи теннис комплекчĕсемпе пуянланнă. Укçа-тенке «Росхим Забег» ыр кăмăллăх çурма марафонĕнчен илнĕ.
Пĕлÿ кунĕ тĕлне йывăр лару-тăрăва лекнĕ 150 ача пулăшăва тивĕçнĕ. «Шкула пуçтарăнма пулăш» республикăри акци витĕмĕпе Пушкăрт сода компанийĕ вĕсене ортопеди çурăмлă рюкзаксем, шыв валли бутылкăсем тата нихăçан та пĕтмен кăранташ пуххисем панă.
Çавăн пекех предприяти çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче «Пĕрле шкула» хула акцине хутшăннă Эмиль Смагин ĕмĕтне те пурнăçа кĕртнĕ. Пушкăрт сода компанин ĕç тăвакан директорĕ Александр Пименов çемьене нумай функциллĕ хатĕр – принтерпа сканер, ăслă колонка, шкул рюкзакĕсем тата теттесем парнеленĕ.
«Росхим» АО тата хăйсен ĕçченĕсен пĕрремĕш класа каякан ачисем валли те парнесем хатĕрленĕ. Ырă йăлапа пĕрремĕш класс ачисем ортопеди çурăмлă рюкзаксене, нихăçан вĕçленмен кăранташ пуххисене, шыв валли бутылкăсене тата блокнотсене тивĕçнĕ. Предприятин профсоюзĕ вĕсен çумне канцеляри хатĕрĕсен пуххине хушса парнеленĕ. Çавăн пекех предприяти Пĕлÿ кунĕ умĕн заводра ĕçлекенсен ачисем валли хаваслă уяв йĕркелесе ирттернĕ.