

Кăçал та çак паллă кун общество тимлĕхĕсĕр юлмарĕ. Кашни ял-хуласенче уяв мероприятийĕсемпе кану каçĕсем иртрĕç, пĕрле пухăнса вĕри чей ĕçрĕç, чылай предприяти коллективĕсем аслă ăру çыннисене кучченеçсемпе сăйларĕç. Паллах, кунта вăл е ку хуçалăха ертсе пыракансенчен нумай килет. Вĕсен ыркăмăллăхĕпе тимлĕхĕ, иртнине хаклама пĕлни малти вырăна тухса тăрать.
Авăркас районĕнчи «Салават» КФХ ООО пуçлăхĕ Василий Федоров шăпах çавăн пеккисен шутĕнче. Вăл пулăшнипе виçĕ ял Канаш хутлăхне кĕрекен (Нукасак, Треппел, Чăваш Хурамал) ялсенчи ветерансене сума суса парнесем уйăрса панă. Сăмах май каласан, çак пархатарлă пулăм пĕрремĕш хут мар пурнăçланать, ăна ытти çулсенче те йĕркеленĕ.
Паллах, парнепе пĕрле ватă çынна ăшă сăмах калани те мĕне тăрать. Аслă ăру çыннисем хуçалăх ертÿçине тата тимлĕх уйăрнă кашни ял хутлăх администрацийĕсен тата культура ĕçченĕсене тав тăваççĕ.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ.