Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
31 Кӑрлач 2023, 11:05

Салтаксем валли мунча-пичке уйăрнă

Ĕпхÿ районĕнчи Юматово ял хуçалăх техникумĕ ялĕнчи уйрăм предприниматель Андрей Михайлов Пушкăртстанран ятарлă çар операцине хутшăннă салтаксем валли гуманитарлă пулăшу пухнă çĕре хутшăннă.

Салтаксем валли мунча-пичке уйăрнă
Салтаксем валли мунча-пичке уйăрнă

Ырă кăмăллă çыннăн тÿпи питĕ пысăк: Андрей Леонидович хăй шутĕнчен салтаксене 2,15 метр диаметрлă пичĕке-мунча парнеленĕ. Унăн крыльципе тăрри те, ăшĕнче чулсемпе кăмаки, çÿлĕксем, сивĕ тата вĕри шыв валли баксем, крансем, форточка, алăксем пур. Пĕр сăмахпа каласан, çăвăнса çапăнмалли хатĕрсемпе пĕтĕмпе тивĕçтернĕ.
– Украинăри ятарлă çар операцине Юматово техникумĕнче пĕрле вĕреннĕ ачасем те хутшăнаççĕ. Вĕсем ал айĕнчи япаласемпе усă курса мунча туни, ăна полиэтиленпа çавăрни çинчен пĕлсен пулăшас терĕм, – каласа парать предприниматель. – Эпир пичке-мунчасем тăвассипе ĕçлетпĕр, хамăн компани. Мунча çар çыннисемпе пĕрле куçса çÿремеллине шута илсе Ĕпхÿри УЗМК прицепсен завочĕн директорĕ Ильдар Абдуловпа калаçрăм. Вăл пичке-мунча валли тÿлевсĕрех прицеп уйăрчĕ. Парне çывăх вăхăтра салтаксем патне çитессе, вĕсен санитари нормине пăхăнса пурăнмалли условисене лайăхлатасса, хĕллехи сивĕсенче ăшăнмалли хатĕр пуласса шанатăп.
Андрей Михайлов 44 çулхи чăваш арĕн ырă пуçарăвĕпе вулакана паллаштарнă май унăн çывăх çыннисем, ашшĕ-амăшĕ, пирки те пĕр-ик сăмах каласа хăвармалла. Мĕншĕн тесен çĕршыва юратма, йывăр вăхăтра çынна пулăшма, хисеплеме вĕрентесси вĕсен воспитанинчен пуçланнă. Çавăнпа та Леонид Павловичпа (вăл чылай çул хушши Ĕпхÿри чăваш вырсарни шкулĕнче директор пулса ĕçленĕ) Лилия Закировнăна (вăл та вĕрентекен пулнă) çакăн пек ырă чĕреллĕ ывăл çитĕнтернĕшĕн тав сăмахĕ каламалла. Вĕсем те хăйсен тĕпренчĕкĕ «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» акцине хутшăннăшăн чун-чĕререн хĕпĕртеççĕ. Андрея малашне ĕçĕнче ăнăçу тата çитĕнÿсем тума сунаççĕ.
– Ывăлăн сăваплă ĕçĕ пире савăнтарать. Çавăнпа та унпа мăнаçланас килет. Турă пулăшса пытăр ăна, – терĕ ашшĕ чунри кăмăллă туйăмсене уçса.
Анастасия ЗИНОВЬЕВА.
Ĕпхÿ районĕ,
Юматово ялĕ.
Редакцирен. Çак кунсенче Донецк облаçĕнчен хыпар килсе çитрĕ. Пичке-мунчана салтаксем патне малти линие илсе çитернĕ.

Салтаксем валли мунча-пичке уйăрнă
Салтаксем валли мунча-пичке уйăрнă
Салтаксем валли мунча-пичке уйăрнă
Салтаксем валли мунча-пичке уйăрнă
Салтаксем валли мунча-пичке уйăрнă
Салтаксем валли мунча-пичке уйăрнă
Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: