-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Çак ĕç ашшĕ-амăшĕпе пĕрле турист похочĕсене çÿрессинчен пуçланнă. Арçын ача Ĕпхÿ хулин истори пĕлтерĕшлĕ паллă вырăнĕсемпе паллаштаракан видеоролик ÿкерсе 2018 çулта ăмăртăва хутшăннă. Раççейри 18 çула çитичченхи чи лайăх гид дипломне çĕнсе илнĕ. Ăна профессионаллă видеокамера парнеленĕ.
– Ролик валли экскурси маршрутне хам суйларăм. Нумай материал ÿкертĕмĕр, анчах та услови тăрăх презентаци вăхăчĕ 2 минут тăршшĕ çеç пулмаллипе ытларах пайне архива хăварма тиврĕ. Оператор ĕçне атте пурнăçларĕ, анчах та пур кадрсене те хам монтажларăм, – аса илет Арсений.
Инга АЛЕКСЕЕВА.