Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли - кÿмеллĕ мотоцикл
Пушкăртстанри ырă кăмăллă ентешсем ятарлă çар операцине хутшăнакан боецсем валли фронтра усă курма «ИЖ-Планета-5» мотоцикл туянса панă. Республикăри управлени центрĕ пĕлтернĕ тăрăх, Авăркас районĕнче пурăнакансем ăна кÿмепе (кляскăпа) тивĕçтернĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли - кÿмеллĕ мотоцикл
Транспорт хатĕрне муниципалитетри волонтерсен центрне çарти салтаксем ыйтнипе Толбазăри Рустам Ринатович тата Айдар Мунирович илсе килнĕ.