-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Ача-пăча кравачĕсем, сĕтелсем, тумтир тата теттесем хумалли шкафсем кÿршĕри Амирово ялĕнчи учреждени воспитанникĕсем патне çитнĕ те. Çтерлĕпуç район пуçлăхĕ Рустам Рахмангулов социаллă сетьсенче пĕрремĕш хут мар пулăшакан ырă чĕреллĕ çынна тав тунă.
«Атайсал» ырă ĕçсен марафонĕ Пушкăртстанра 2021 çулта ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн пуçарăвĕпе вăй илнĕ. Унтанпа 22 пине яхăн проект пурнăçа кĕртме май килнĕ.