2020 çулта Ĕпхÿ хулинче лавкка уçнă хыççăн тавара ыйтакансен шучĕ ÿснĕ. Вăхăт иртнĕ май ассортимента ачасем валли, вĕсен шутĕнче хурăнран тунă кравать, йĕркелесе тăмалли (регулируемый) сĕтелсемпе пукансем хушăннă. Бизнесмен продукцин пахалăхне ÿстерес тесе вырăн таврашĕсене Турци текстилĕнчен, Австри çĕршывĕнчен илсе килнĕ Alpolux полиэфир микро сÿсĕнчен тата меринос çăмĕнчен утиялсем хатĕрлеме пуçланă.
2023çулта предпринмателĕн пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр тытăннă. Вăл пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшмалли программăсем çинчен пĕлнĕ, социаллă предпринматель статусне илнĕ, бизнеса аталантарма субсидие тивĕçнĕ. Унсăр пуçне Рим Муратшин «2023 çулхи предприниматель» конкурсра виçĕ çĕнтерÿçĕрен пĕри пулса тăнă. Халĕ унăн Агидель хулинче цех ĕçлет, Ĕпхÿ хулинче çĕвĕ производстви пур, ачасем валли матрассем туса кăларма хатĕрленеççĕ.
Башкортостан#Уралсасси#нацпроект#Малыйисреднийбизнесиподдержкаиндивидуальнойпредпринимательскойинициативы