Тăшман тапăнса çĕршыв чиккине пăссан ăна пĕрремĕш палăртса çапăçăва кĕрекенсем — пограничниксен нарячĕсем пулнине асра тытса Авăркас районĕнчи Пишкайăн ялĕнче чикĕ сыхлавçисене халалласа лартнă палăка чаплă лару-тăрура уçнă. Асăну вырăнне йĕркелес пуçарупа Владимир Евстафьевпа (Пишкайăн ял хутлăхĕн пуçлăхĕ) Геннадий Петров, Геннадий Захаровпа Федор Николаев пограничник-ветерансем тухнă.
Ял çыннисем хастарлăх кăтартнипе 206 пин тенкĕ пухăннă. Палăртнине пĕр уйăх хушшинче пурнăçа кĕртнĕ. Çавăн пекех виçĕ асăну хăми вырнаçтарнă. Вĕсенче Тăван çĕршыв чиккине тĕрлĕ вăхăтра тимлĕн те тÿрĕ кăмăлпа хуралланă Пишкайăн паттăрĕсен хушамачĕсемпе ячĕсене ылтăн сас паллисемпе çырнă.
Халĕ ял хутлăхĕнче чикĕ службин ветеранĕсене пухăнма, хăйсен юлташĕсене аса илме май паракан вырăн уçăлнă. Ырă пуçарăвăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăр!