Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
27 Июнӗн , 11:25

Пушкăртстан журналисчĕсем ача приютне велосипед парнеленĕ

Ыркăмăллăх акцине калем ăстисем республикăри çурçĕр хĕвел анăç районĕнчи пичет кăларăмĕсенче ĕçлекенсен семинарĕ иртнĕ чухне йĕркеленĕ. Вăл кăçал журналистсене Бакалă ялĕнче пухнă.

Пушкăртстан журналисчĕсем ача приютне велосипед парнеленĕ
Пушкăртстан журналисчĕсем ача приютне велосипед парнеленĕ

- Пирĕншĕн районсем хушшинчи пултарулăх пĕрлешĕвĕн семинарĕ вĕренÿпе çеç çыхăнман. Эпир кунта кÿршĕллĕ районсенчи тĕп редакторсемпе тĕл пулатпăр, тĕрлĕ ыйтусене канашласа татса паратпăр, малашлăх планĕсене палăртатпăр. Ĕçтешсемпе пĕрле ырă ĕç йĕркелеме шутларăмăр – Бакалăри приют воспитанникĕсене сăрт-ту велосипечĕ парнелерĕмĕр. Тĕп редакторсемпе укçа-тенкĕ пухрăмăр та ачасем валли парне туянтăмăр. Уншăн вĕсенчен тав сăмахĕсене тивĕçрĕмĕр, - палăртнă «Бакалинские зори» хаçатăн тĕп редакторĕ Валентина Шакирова.

Усрав çуртĕнче Бакалă районĕнчи ачасем çеç мар, çершывăн ытти регионĕсенчен те пур. Вăтамран воспитанниксем кунта тăватă уйăх пулаççĕ. Çак вăхăт хушшинче  вĕсем е çĕнĕ çемье тупаççĕ, е тăван килĕсене таврăнаççĕ. Çаксем пурте приют ĕçченĕсем ашшĕ-амăшĕсемпе çине тăрса ĕçленине пула пурнăçа кĕреççĕ.

- Пирĕн кунта килĕшуллĕ те туслă коллектив ĕçлет, кашни педагог ачасене хăйсен тăван ачисем пек йышăнаççĕ, пăхаççĕ. Çавăн пекех эпир ашшĕ-амăшĕсемпе калаçусем ирттеретпĕр. Пĕрле ачасемпе воспитани ĕçне туса ирттернипе çеç мар, ашшĕ-амăшĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшса, лайăх кăтартусем патне çитетпĕр, - тенĕ усрав çурчĕн ертÿçи Альмира Фролова.

 «Республика Башкоротостан» издательство çурчĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Расул Сафаргалиев ачасене республикăра тухса тăракан ача-пăча хаçат-журналĕсене парнелерĕ тата вĕсене 2024 çулăн иккĕмĕш çур çул валли çырăнса панă. Воспитанниксем те парăмра юлман, хăйсен аллипе ăсталанă парнепе чысланă.

Юрий СНЕГОПАД.

Пушкăртстан журналисчĕсем ача приютне велосипед парнеленĕ
Пушкăртстан журналисчĕсем ача приютне велосипед парнеленĕ
Пушкăртстан журналисчĕсем ача приютне велосипед парнеленĕ
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: