Вăл çирĕплетнĕ тăрăх, туризмпа çыхăннă чи нумай территорине Çĕпĕрти федераллă округра уйăрнă. Кунта пурĕ 151 участок шутланать, пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 9,5 пин гектарпа танлашать.
Иккĕмĕш вырăнта Атăлçи федераллă округ (225 участок, лаптăкĕ – 2056 гектар) пырать. Малтисен шутĕнче – Пушкăртстан (17 участок, 618 гектар çĕр лаптăкĕ), Самара облаçĕ (44 участок, лаптăкĕ 444,6 гектар) тата Сарă ту (Саратов) тăрăхĕ (235 участок, лаптăкĕ 333,7 гектар).
Сăмах май, нумаях пулмасть Пушкăртстанра уçăлнă Европăпа Азири куçса çÿрекен халăхсен цивилизаци музейĕн визит центрĕ республикăра пурăнакансемпе урăх регионсенчен килнĕ туристсемшĕн илĕртекен, хăй патне туртакан çĕнĕ вырăн пулса тăнине палăртмалла.
Юрий СНЕГОПАД.