Урал сасси
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
16 Октябрӗн , 10:25

Инкекрен айккинче тăрса юлман

Авăркас районĕнчи хĕрарăмсен Канашĕ Курск облаçĕнчи инкек курнă районсенче пурăнакансем валли гуманитари пулăшăвĕ пухнă.

Инкекрен айккинче тăрса юлман
Инкекрен айккинче тăрса юлман

Пысăк та ырă чĕреллĕ çынсен вăйĕпе 200 пин тенкĕлĕх гуманитари пулăшăвĕ пухма май килнĕ. Посылкăсене районти Волонтерсен штабне илсе çитернĕ, вĕсене çитес вăхăтра Курск облаçне ăсатĕç.

- Степановка, Пишкайăн, Нукасак, Треппел, Михайловка тата Меселпуç ял хутлăхĕсенчи хĕрарăмсен Канашĕсене, Тĕп район больницинче ĕçлекенсене, 2№ шкул ачисене, хĕрарăмсен Канашĕн президиумĕн пайташĕсене, ятарлă çар операцине хутшăнакансен мăшăрĕсемпе çемйисене, «Синее небо» лавкка директорне тата районта пурăнакан ырă чĕреллĕ çынсене пулăшу панăшăн, ырă ĕç тунăшăн, патриотизмшăн тав тăватпăр. Çавăн пекех посылкăсене вырăна илсе çитерме транспортпа тивĕçтернĕшĕн уйрăм предпринимателе Идрисова тав сăмахĕ калатпăр. Çăмăл мар вăхăтра инкекрен айккинче тăрса юлмансене СВО-на хутшăннă паттăрсене çеç мар, Курскра пурăнакансене те пулăшма хатĕр пулнишĕн пысăк тав! Тайма пуç сире, - тесе сăмах каланă ыркăмăллăх акцин йĕркелÿçисем.  

Инкекрен айккинче тăрса юлман
Инкекрен айккинче тăрса юлман
Инкекрен айккинче тăрса юлман
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: