-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Йăлана кĕнĕ тăрăх, çак кун вăл Ĕпхÿри хоспис пациенчĕсене пулăшни çинчен социаллă сетьсенче каласа панă.
«Кăçал та мана саламласа чечексемпе парнесем пама мар, Ĕпхÿри хоспис валли пулăшу куçарма ыйтасшăн. Çынсене пулăшасси пирĕн йăлана кĕнĕ пулăм-çке», - палăртнă Каринэ Хабирова.
«Хоспис стационарлă пулăшу çеç мар, Пушкăртстанри тĕрлĕ кĕтесри çемьесем патне çитекен служба та. Вăл чирлĕ çынсене килте тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илме май парать. Эсир тÿпе хывни тухса çÿрекен службăсен ĕçне лайăхлатĕ, ыр кăмăллăх программисене пулăшу кÿрĕ», - çырнă регион пуçлăхĕн мăшăрĕ.