Пур хыпар та
Ырă тĕслĕх
16 Апрелӗн 2025, 18:10

Пушкăртстан ăстаçисем çÿç касассипе Пĕтĕм тĕнчери ыркăмăллăх акцине хутшăнаççĕ

Вăл май уйăхĕн 15-мĕшĕнче Раççейри 100 хулара тата Европăпа Ази пĕрлĕхĕн çĕршывĕсенче иртет тесе пĕлтернĕ ПР Çемье, ĕç тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан министерствăра.

Пушкăртстан ăстаçисем çÿç касассипе Пĕтĕм тĕнчери ыркăмăллăх акцине хутшăнаççĕ
Пушкăртстан ăстаçисем çÿç касассипе Пĕтĕм тĕнчери ыркăмăллăх акцине хутшăнаççĕ

Асăннă проекта хăйсен ирĕкĕпе çынсене пулăшма кăмăл тунă парикмахерсем хутшăнаççĕ.

Акци хĕвел тухăçĕнче пуçланать те Калининграда  çити сарăлмалла. Вун икĕ сехет хушшинче ăстаçăсем тÿлевсĕр çÿç касĕç, çынсене çĕнĕ сăн кĕртĕç тата вĕсенче хăйсене шанмалли туйăмсем çуратĕç.

Акцине хăйĕн кăмăлĕпе кирек мĕнле парикмахер та хутшăнма пултарать. Çакăн валли хăвăр хулара е поселокра тÿлевсĕр çÿç касмалла та сăн ÿкерчĕк туса ярса памалла. Вĕсемпе тÿрĕ эфир вăхăтĕнче усă курĕç.

Тĕплĕнрех телеграмри Стрижкадобра 15 мая2025 ушкăнра пĕлме пулать.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас