Çемье пуçĕ Виктор Егорович Архангельск районĕнчи Казанка ялĕнче 1934 çулта нумай ачаллă çемьере çуралнă. Шкулта тăватă класс пĕтернĕ хыççăн колхозра, унтан совхозра ĕçленĕ.
Мария Николаевна асăннă ялтах 1929 çулта кун çути курнă. Унăн пурнăçĕ çăмăл пулман, вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ. Колхозра тĕрлĕ ĕç пурнăçланă, ака-сухаран пуçласа вут хатĕрлесси таран.
Викторпа Мария 1954 çулта тĕл пулнă. Мария Николаевна Виктор Егоровичран аслăрах пулсан та вĕсем пĕрле пурăнма шутланă. Хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ малтанлăха вĕсене пĕрлешме ирĕк парасшăн пулман. Çамрăксем тăхăр уйăх пĕрле пурăннă хыççăн çырăннă, туй кĕрлеттернĕ. Çурт хăпартнă, тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ Беляевсене пилĕк мăнукпа çичĕ кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ.