«Пирĕн çемьере Матвей ятлă ывăл çитĕнет. Унăн сывлăхĕ хавшак – организмĕ инфекци чирĕсемпе начар кĕрешет, куç курассипе тата хăлха илтессипе те чăрмавсем пур. Унтан та ытларах вăл пĕвĕпе (рост) аталанаймасть, саккăрти ача виçĕ çулхи пек курăнать. Çакă пире пăшăрхантарать те. Генетика тĕрĕслевĕ иртнĕ хыççăн тухтăрсем чире пула вăл пĕчĕк пÿллĕ тата сахал виçеллĕ пулнине çирĕплетрĕç. Вĕсем пире ывăлăн шăмăсем ÿсесси кирлĕ пек аталанманнине пĕлтерчĕç, çавăнпа та ÿсĕме йĕркене кĕртме гормонсен терапине иртме сĕнеççĕ. Ун валли çулталăклăха ятарлă эмел (Растан) кирлĕ. Вăл вара чылай хаклă (351 088 тенкĕ). Пирĕн çемье нумай ачаллă шутланать, эпир çакăн чухлĕ укçа-тенкĕ тупас çук. Çавăнпа та, хаклă туссем, сирĕнтен пулăшу ыйтасшăн», - тенĕ çырура.
Пулăшу укçине «Русфонд Республика Башкортостан» сайт урлă куçарма пулать. Ăна интернетри шырав йĕркипе (поисковик) иртнĕ май тупма пулать. Унта Матвей Зуев ятне шыраса тупса нухрата Русфод счечĕ çине куçармалла.
Матвейăн амăшĕпе, Екатерина Рустамовнăпа та, телефон урлă çыхăнма май пур. Унăн номерĕ – 8 937 163 01 38.
«Çынна пулăшни çĕре ÿкмест» тенĕ ваттисем. Ырă туни ырăпах таврăнĕ. Пĕчĕк Матвее пулăшма кăмăл пур çынсем пулсан тем пекех аван пулнă пулĕччĕ.