Арçын ача Ĕпхÿри Газиз Альмухаметов ячĕллĕ интернат-гимназире вĕренет, валторнпа кĕвĕ калама ăста, унсăр пуçне пулă тытма юратать. Вăл çуллахи спиннинг тата хĕллехи бур çинчен тахçанах ĕмĕтленнĕ. Хăйĕн ĕмĕчĕ пирки президента çырса пĕлтерме шут тытнă. Арçын ача çырăвне Халăх фрончĕн Пушкăртстан Республикинчи уйрăмĕн хастарĕсем курнă. Шăпах вĕсем Çĕнĕ çул умĕн шкул ачин ĕмĕтне пурнăçланă та.
Хĕллехи каникул вăхăтĕнче Эмир ашшĕпе пĕрле тăван Белорецк районĕнче пулла кайнă, парнесен çирĕплĕхне тĕрĕсленĕ. Арçын ача пĕлтернĕ тăрăх, унăн маларах ытти пулăçăсенчен вăхăтлăха бур ыйтса илме тивнĕ е вĕсем каясса кĕтмелле пулнă. Халĕ вара арçын ачан хăйĕн хатĕрĕ пур.
Халĕ пирĕн MАХ мессенджерта официаллă канал пур! Унта web.max.ru/-687399910... каçăпа куçма пулать.