Урал сасси
+19 °С
Ҫумӑр
Ырă тĕслĕх
23 Апрелӗн , 09:00

Кайраклăсем астăвăма тимлĕ упраççĕ

Вăрçă паттăрĕсене халалланă палăксем – çĕр çинчи тăнăç пурнăçшăн мĕнле хак тÿлеме тивнин паллисем. Вĕсем пирĕн чун-чĕрере, ăс-тăнра упранакан астăвăм. Çынсен ырлăхĕшĕн хăйсен пурнăçĕсене шеллемен паттăрсен ячĕсене паянхи, малашнехи ăрусем сăваплăн упрама тивĕçлĕ.

Кайраклăсем астăвăма тимлĕ упраççĕКайраклăсем астăвăма тимлĕ упраççĕ
Кайраклăсем астăвăма тимлĕ упраççĕ

1984 çултан пуçласа апрель уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери палăксен, истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсен кунне паллă тăваççĕ.

Элшей районĕнчи Кайраклă ялĕнче пурăнакансем хаваспах астăвăм датипе çыхăннă акцие хутшăннă. Ял çыннисем «Астăватпăр. Юрататпăр. Хурланатпăр» асăну палăкĕн территорине çÿп-çапран тасатас тата ăна хăтлăх кÿрес тĕлĕшпе субботник йĕркелесе ирттернĕ.

Субботника хутшăнакансем аллисене ĕç хатĕрĕсем тытса туслăн та кал-кал ĕçленĕ, ывăннине пăхмасăр кÿлĕннĕ ĕçе пăрахман, вĕçне çитернĕ. Пĕрлехи ĕçĕн кăтартăвĕ пурне те савăнтарнă. Мĕншĕн тесен кашнийĕ чун ăшшине шеллемесĕр, чĕререн савăнса тăрăшнă.

Истори пĕлтерĕшлĕ вырăнсене хăтлăх кÿни - таса та кăвак мирлĕ тÿпе пултăр тесе пуç хунисене тав туни. Пирĕн тĕп тĕллев вăл астăвăма упрасси пулса тăрать.

Элшей районĕ, Кайраклă ялĕ.

Кайраклăсем астăвăма тимлĕ упраççĕ
Кайраклăсем астăвăма тимлĕ упраççĕ
Кайраклăсем астăвăма тимлĕ упраççĕ
Кайраклăсем астăвăма тимлĕ упраççĕ
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас