Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Ырă тĕслĕх
26 Июнӗн , 15:15

Фольклориадăна хутшăнакан ачасем тĕрлĕ чĕлхепе сĕнÿсем çырса хăварнă

Июнь уйăхĕн 23-26-мĕшĕсенче Ĕпхÿре Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ Ачасен фольклориадине хутшăнакан ачасем хăйсен сĕнĕвĕсене çĕршыв картти çине çырса хăварнă. Вĕсене тĕрлĕ чĕлхепе шăрçаланă.

Фольклориадăна хутшăнакан ачасем тĕрлĕ чĕлхепе сĕнÿсем çырса хăварнăФольклориадăна хутшăнакан ачасем тĕрлĕ чĕлхепе сĕнÿсем çырса хăварнă
Фольклориадăна хутшăнакан ачасем тĕрлĕ чĕлхепе сĕнÿсем çырса хăварнă

Çамрăк ăрушăн çак форум мĕнпе пĕлтерешлĕ тата мĕнпе асра юлнă-ши? Кĕске йĕркесенче вĕсем шăпах çакна палăртнă. Ытларах кунта «туслăх», «пĕрлĕх», «çĕнĕ паллашусем, «халăхсен туслăхĕ», «опыт», «çутă туйăмсем», «тараватлăх тата ырă кăмăллăх», «йăла-йĕрке», «чун»,  «çамрăклăх» тата ытти сăмахсене курма пулнă.

Раççейри В.Д. Полеванов ячĕллĕ Халăх пултарулăхĕн çурчĕн директорĕ Тамара Пуртова «Телей» сăмаха суйласа илнĕ, ПР культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фанур Шайхисламов -  «Юрату» сăмаха. Чăн та, çак кунсенче Ĕпхÿ телей тата юрату туйăмĕсемпе тулли пулнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Фольклориадăна хутшăнакан ачасем тĕрлĕ чĕлхепе сĕнÿсем çырса хăварнă
Фольклориадăна хутшăнакан ачасем тĕрлĕ чĕлхепе сĕнÿсем çырса хăварнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас