Урал сасси
+20 °С
Ясно
Ырă тĕслĕх
22 Июля , 13:00

Эквадорта чӑваш ялавӗ вӗлкӗшнӗ

Мӑнаҫланмалли хыпар: Чӑваш Республикин ялавӗ Эквадорти чупура вӗлкӗшнӗ!

Эквадорта чӑваш ялавӗ вӗлкӗшнӗЭквадорта чӑваш ялавӗ вӗлкӗшнӗ
Эквадорта чӑваш ялавӗ вӗлкӗшнӗ

Эквадор тӗп хулинче, Кито хулинче, пулнӑ ку саванăçлă пулăм. Унта «Ruta de las Iglesias 10K» ятлӑ каҫхи чупу иртнӗ. Чупӑва 18 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.

Спорта юратакансем 10 çухрăма парӑнтарнӑ: спортпа туслисем хулари тӗп архитектура палӑкӗсемпе чиркӳсен ҫывӑхӗнче чупнӑ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: ӑмӑртӑва пирӗн ентеш (Чăваш Ен çынни) Юрий Кротов та хутшӑннӑ. Вӑл малтан Канаш хулинче пурӑннӑ, халӗ вара Эквадорта Раҫҫей посольствинче ӗҫлет. Юрий чупӑва Чӑваш Ен ялавне вӗлкӗштерсе тухнӑ.

Чăваш халăх сайчĕ.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас