Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
15 Сентябрӗн 2021, 11:16

Юратнă хула юрă йĕркисенче

Иртнĕ шăмат кун, сентябрь уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Çтерлĕ хули хăйĕн 255 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа хулара тĕрлĕ культура тата спорт мероприятийĕсем иртнĕ. Вĕсенчен пĕрне Содовиксен паркĕнче «Çтерлĕ, сан çинчен юрлатăп» («Стерлитамак, о тебе пою») йĕркеленĕ уяв фестивальне палăртса хăвармалла.

Юратнă хула юрă йĕркисенче
Юратнă хула юрă йĕркисенче

Çтерлĕ хулине халалланă юрă конкурсĕ кăçал та чăваш юррипе палăрнă. Сăмах май, çак ăмăрту сцена ăстисем хушшинче 20 çул пырать. Геннадий Челпир юррине Ольгăпа Сергей Ивановсем халăх умне тухса юрланă, лауреатсем пулса тăнă. Çавăн пекех Ольга Анатольевна Вера Фомина шуратăлçă сăмахĕсем тăрăх çырнă вырăсла юрра шăрантарнă. Кĕввине юрăç хăех хывнă. Çак юрă та мала тухма пултарнă. Çĕнтерÿçĕсем пурте (авторсем те, юрăçсем те) дипломсене тата укçан премисене тивĕçнĕ.
Татьяна ИВАНОВА. Çтерлĕ хули.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: