Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
20 Сентябрӗн 2022, 11:05

Çĕр çулхи юбилейпе саламланă

Пушкăртстан Пуçлăхĕ Радий Хабиров потребительсен прависене тата çынсен тулăх пурнăçне хÿтĕлессине тĕрĕслесе тăракан Федераллă служба коллективне (Роспотребнадзор) 100 çулхи юбилей ячĕпе саламланă.

Çĕр çулхи юбилейпе саламланă
Çĕр çулхи юбилейпе саламланă

Çавăн пекех вăл çак ведомствăн кирлĕлĕхне палăртнă тата ĕçченсене ăсталăхпа профессине парăннăшăн тав тунă.
– Роспотребнадзор ĕçченĕсене хăюллăхшăн, паха ĕçшĕн тав тăвасшăн. Эпир сирĕнпе пĕрле пандеми вăхăтĕнче ансат мар çул утса иртрĕмĕр. Чи ырă та ăшă тав сăмахĕсем сире, çитĕнÿсем сунатăп. Эпир сирĕнпе кирек мĕнле тĕрĕслеве те хыçа хăварăпăр, – тенĕ Радий Хабиров.
Регион ертÿçи Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри управленин чи лайăх ĕçченĕсене патшалăх наградисем парса чысланă. Салават Юлаев орденне республикăри управленин ертÿçи Анна Казак тивĕçнĕ.
– Пирĕн служба 100 çул хушшинче çăмăлах мар çул утса иртнĕ. Пире тепĕр чухне çынсем юратса тата ăнласа та каймаççĕ. Анчах та пĕрле тăвакан çураçуллă ĕç çеç республикăри çирĕплĕх патне илсе çитерет, – палăртнă Анна Казак.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: