Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
1 Июлӗн 2023, 16:45

Галина Георгиевна АСТАФЬЕВА

Пелепей хулинче пурăнакан юратнă мăшăра, канăçсăр чĕреллĕ те хаклă аннене, ырă кăмăллă кукамая, хисеплĕ тăхлача Галина Георгиевна АСТАФЬЕВАНА 70 çулхи юбилей ячĕпе!

Галина Георгиевна АСТАФЬЕВА
Галина Георгиевна АСТАФЬЕВА

Хаклă çыннăмăр, сана юбилейпе саламласа чун-чĕрери чи çепĕç те ăшă сăмахсемпе чыслатпăр. Кун-çулу вăрăм та такăр, телейÿ тулли, сывлăху çирĕп пултăр. Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса, ачусемпе мăнукăн пархатарĕпе ĕмĕр савăнса пурăнмалла пултăр. Эсĕ пурришĕн эпир чунтан савăнатпăр. Канăçсăр чĕреллĕскер кирек хăçан та, такама та пулăшма васкатăн, хăвăн хавхалантаракан сăмахусемпе шанчăк кÿретĕн, чĕресене ăшăтса, çунатлантарса тăратăн. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пул, чир-чĕр мĕнне пĕлмесĕр нумай-нумай çул пурăн.

Яланах пире вăй-хал кÿретĕн,

Кăмăлу сан сар хĕвел пекех.

Хаклă çыннăмăр, эс пурăн ĕмĕр,

Çут тĕнче санпа илемлĕрех.

Ăшă салампа – мăшăрĕ, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, мăнукĕ тата тăхлачăшĕ.

Автор:Надежда Родионова 
Читайте нас: