Çак кунсенче утмăл çул тултарнă Петр Ильич Зианчура районĕнчи пысăках мар Лукьяновка чăваш ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Çемьере вĕсем икĕ пĕр тăван – Борис пиччĕшĕ пур. 1965 çулта пĕчĕк ялсен малашлăхĕ çук тесе вĕсен ашшĕпе амăшĕ, Илья Алексеевичпа Наталья Ивановна, Шупашкара куçса кайнă. Ун чухне пĕчĕк Петĕр икĕ çулта çеç пулнă, пиччĕшĕ – тăваттăра. Çавăнпа та çав самантсене астумаççĕ тесен те юрать. Каярах вĕсем иккĕшĕ те Чăваш Енĕн тĕп хулинчи 27№ шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ. Асăннă пĕлÿ çурчĕ физикăпа математика енчен тарăн пĕлÿ паракан учреждени шутланнă.
Шкулта лайăх паллăсемпе вĕренекен Петĕр алла аттестат илсен Эрĕнпурти политехника институтне çул тытнă. Экзаменсене ăнăçлă парса студент пулса тăнă, çав кунран пуçласа хăйĕн пурнăçне çак хулапа çыхăнтарнă. Паянхи кун вăл – «Эрĕнпурти тимĕр конструкцисем туса кăларакан завод» тулли мар яваплă пĕрлешÿ (ООО) директорĕ.
Петр Ильича тус-юлташĕсемпе ĕçтешĕсем сăмаха виçсе калаçнăшăн, кирек мĕнле ыйтăва та сÿтсе явнă чухне пĕтĕмлетсе вырăнлă пăнчă лартма пĕлнишĕн хисеплеççĕ, хаклаççĕ. Шантарнă, каланă сăмаха ĕçпе çирĕплетесси те унри тĕп ырă енсенчен пĕри пулса тăрать.
– Нумаях пулмасть эпир хулара кил-çуртри каяша пайласа пуçтармалли комплекса хута ятăмăр. Петр Ильичăн ĕçченĕсем шăпах çак ĕçе пурнăçларĕç. Вăл ĕçе пĕлсе йĕркеленипе нимĕнле чăрмав та пулмарĕ, мĕнпур ĕçе вăхăтра тата пысăк пахалăхпа вĕçне çитерчĕç. Çакăн пек подрядчикпа пире, заказ паракансене те, ĕçлеме кăмăллă, – каласа пачĕ Константин Мокаев партнер ĕçри хутшăнусем çинче чарăнса тăнă май.
Юбилей каçĕнче чăваш арĕн паха енĕсене унăн ытти ĕçтешĕсем те çакăн евĕр ăшă та ырă, чĕререн тухакан сăмахсемпе хак пачĕç. Кашниех ырлăх-сывлăх суннă май ĕçлĕ хутшăнусем малашне те тăсăласса шаннине пĕлтерчĕç.
Тĕп ĕçри тивĕçсене пурнăçланипе пĕрле Петр Ильичăн обществăлла тиев те чылай. Вăл 20 çул ытла облаçри чăвашсен наципе культура автономин ертÿçи пулнă май, Эрĕнпур тăрăхĕнчи Халăхсен ассамблейин, чăвашсен федераллă наципе культура автономи Канашĕн пайташĕ. Кунта çулсерен чăвашсен Акатуйне йĕркелесси ырă йăлана кĕнĕ. Семенов команди çак ĕçре те пуçаруллисемпе хастаррисен шутĕнче. Çавăн пекех Лукьяновкăн уçă кăмăллă та вашават çынни чылай уявсемпе мероприятисен меценачĕ пулма майсем тупать. Облаçра иртекеннисене çеç мар, тăван Пушкăртстана та манмасть. Сăмахран, 2012 çулта Пушкăртстанра чăваш культура кунĕсем иртнĕ тата Мустай Каримăн сăввисен чăвашла кĕнекине пичетлесе кăларнă чухне нухратпа пулăшнăччĕ.
Петр Семеновăн çавра çулне халалланă кану каçĕнче тĕрлĕ наци çыннисем тухса сăмах каларĕç. Вĕсен шутĕнче украин, эрмен тата таджик халăхĕсен пĕрлĕхĕсен ертÿçисем Николай Науменко, Геворг Саркисян, Толик Боротов пулчĕç. Наци лидерĕсем пĕр шухăшлă пулса Петр Ильич пек çынсемпе халăхсен туслăх кăшăлне явма ансат та çăмăл пулнине, çакăн пек ертÿçĕсемпе кăна чăваш халăхĕ аталанма пултарнине палăртрĕç.
Çак тĕлпулура ентешĕсен ятĕнчен юбиляра Челябинск облаçĕнчи Юрюзань хулинчен килнĕ чăваш хастарĕ Геннадий Иванов, Пелепей районĕнчи чăвашсен наципе культура автономин председателĕ Владимир Яковлев тата «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов та саламларĕç.
Юрий СНЕГОПАД.
Эрĕнпур хули.