Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
7 Ноябрӗн 2023, 17:35

Пушкăртстанри çамрăксен хаçачĕсем уява йыхравлаççĕ

Кăçал Пушкăртстанри çамрăксен хаçачĕсем – «Йешлек» (пушкăртла), «Молодежная газета» тата «Омет» (тутарла) - 100 çул тултараççĕ. Çавăнпа та вĕсем юбилей каçне йыхравлаççĕ. Пĕр ĕмĕре халалланă уяв ыран, ноябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Ĕпхÿре иртет.

Пушкăртстанри çамрăксен хаçачĕсем уява йыхравлаççĕ
Пушкăртстанри çамрăксен хаçачĕсем уява йыхравлаççĕ

«Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕн сцени çине çак каç паллă артистсем – Венер Камалов, Айдар Галимов, Расуль Карабулатов, Фадис Ганиев, Гульсум Бикбулатова, Лилия Биктимерова, Загир Исянчурин, тĕп хулари Культура çурчĕн солисчĕсемпе Мустай Карим ячĕллĕ пушкăрт çамрăкĕсен театрĕн артисчĕсем -  тухĕç. Вĕсем «çамрăксен хаçачĕсен» тусĕсене хăйсен чи пуян та илемлĕ пултарулăхĕпе савăнтарĕç.

Çавра çула халалланă концерт умĕн фойере çамрăксен хаçачĕсен историйĕпе çыхăннă курав ĕçлĕ. Кунтах 18.00 сехетрен пуçласа Пушкăртстанра тухса тăракан хаçат-журналсене çырăнса илме май пулĕ.

Çамрăксен хаçачĕсен авторĕсене, тусĕсемпе вулаканĕсене «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕнче ноябрь уйăхĕн 8-мĕшĕнче 19.00 сехетре кĕтеççĕ. Уяв алăкĕ пуриншĕн те уçă.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: