«1941 çулта, каччă 18 çулта пулнă, вăрçă пуçланнă. Август уйăхĕнче пирĕн паттăра çар комиссариатĕнчен повестка панă, Хĕрлĕ Çара илсе кайнă. Çамрăк зенитчика Сталинград хулине ăсатнă, унта вăл çар задачисене пурнăçланă. Каярах совет çарĕсене Днепр юхан шывĕ урлă каçассине йĕркеленĕ. Çĕнтерĕве Венгрипе Чехословаки хушшинче, Комарно хулинче, кĕтсе илнĕ. Ветерана Хĕрлĕ Çăлтăр тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин (2 степень) орденĕсемпе, 16 медальпе наградăланă, Асăну паллипе чысланă», - каласа панă ветеран çинчен Ĕпхÿ хулинчи Киров районĕнчи администраци пуçлăхĕ Илвир Нурдавлятов.
Мирлĕ пурнăçпа пурăнма тытăнсан Марк Борисович Арбитраж судĕнче ĕçленĕ, унтан çирĕм çул ытла – Ĕпхÿри карьера управленийĕнче юрисконсульт пулса. Мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăл çитĕнтернĕ, икĕ мăнук пур.