Урал сасси
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
15 Нарӑсӑн , 10:40

555 çул тĕлне - юбилей банкночĕ

Кăçал август уйăхĕнче Шупашкар хули 555 çул тултарать. Виçĕ пиллĕкрен тăракан паллă куна Чăваш Енре чыслă та çÿллĕ шайра ирттерме палăртаççĕ. Çак ĕçе, паллах, патшалăх органĕсемпе обществалла пĕрлешÿсем, уйрăм предприятисем хастар хутшăнаççĕ, уява пухăннă хăнасемпе Шупашкар çыннисене асра юлмалли самантсем парнелеме тăрăшаççĕ.

555 çул тĕлне - юбилей банкночĕ
555 çул тĕлне - юбилей банкночĕ

Раççейри «Патшалăх знакĕ» («Госзнак») акционерлă общество та хăйне евĕр çĕнĕлĕхпе савăнтарасшăн – 555 çулхи юбилей тĕлне сувенир банкнотине пичетлесе кăларасшăн. Унăн тиражĕ пысăк мар. Апла пулсан вăл кашни çыннăн аллинех лекеймĕ. «Сувенирлӑ укҫана Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ ҫӗре пысӑк тӳпе хывакансем илейӗҫ. Ҫавӑн пекех хула конкурсӗнче ҫӗнтернисем, хӑнасем тивӗҫӗҫ. Ӑна хулан юбилейлӑ ҫулӗнче ҫуралнӑ ачасене те, ҫемье чӑмӑртанӑ мӑшӑрсене те парӗҫ. Банкнота ҫинче вырӑнти паллӑ вырӑнсене сӑнлӗҫ», - тесе çырать Чăваш халăх сайчĕ.

Юрий СНЕГОПАД

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: