Яла 1924 çулта Асавпуçĕнчен уйрăлса тухнă чăвашсем пуçарса янă. Вăл Çемен ял хутлăхне кĕрет. «Ăна мĕншĕн çапла ят панă-ши?» текен ыйту çине çак вырăнта хăва-çÿçе (вырăсла тальник пулать) йышлă ÿснипе çыхăнтарма пулать. Сăмах май, çак ялта Пушкăртстан чăвашĕсен паллă таврапĕлÿçи, чăваш халăх академикĕ Венямин Цветков вĕрентекен çуралнă, пурăна киле каялла Асавпуçне куçса килме тÿр килнĕ. Вăл - «Асавпуç ахахĕсем» кĕнеке авторĕ.
Ĕнер, май уйăхĕн 11-мĕшĕнче, Тальникре пурăнакансемпе хăнасем ялăн 100 çулхи юбилейне паллă тунă. Çак ятпа вĕсене Çемен ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Мунир Фаткуллин, «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕн кадрсен пайĕн ертÿçи Эльвира Баталова саламланă, ĕç ветеранĕсене чысланă. Вĕсен шутĕнче Олег Николаевичпа Зинаида Степановна Ефимовсен тата ытти колхозра ĕçленĕ паттăрсене палăртмалла.
Уяв программине хăйпултарулăх артисчĕсем, Толбазăран килсе çитнĕ «Мерчен» халăх ансамблĕ, Çтерлĕ районĕнчи Усăллăри «Пилешсем» фольклор ушкăнĕ, уйрăм юрăçсем илем кÿнĕ. Çавăн пекех пуçаруçăсем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем йĕркеленĕ. Савăнăçлă мероприятие хутшăнакансемшĕн çĕр айне «вăхăт капсули» хурса хăварни те асра юлмалла. Ăна, калаçа татăлнă тăрăх, тепĕр 50 çултан чавса кăларĕç. Чылайăшсем ялти йăх-несĕл йывăççисемпе паллашма пултарнă. Уява йĕркелекенсем юбилей каçне фейерверкпа вĕçленĕ.
Социаллă сетьсенче мероприятине хак паракансем те пулнă. «Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă теççĕ, пĕчĕк ял пулсан та уявĕ илемлĕ иртнĕ» тесе çырать пирĕн хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ Людмила Маркина. Çав вăхăтрах ял юбилейне çамрăксем йышлă хутшăннине те палăртмалла. Апла пулса Тальникĕн малашлăхĕ пур-ха.
Юрий СНЕГОПАД.
Авăркас районĕ.