Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
10 Июнӗн , 14:53

Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейĕ тĕлне хĕрлĕ эрех кăларĕç

Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейĕ тĕлне Архангельск районĕнче çитĕнтернĕ иçĕм çырлинчен хĕрлĕ эрех ятарласа кăларĕç. Çакăн çинчен Пушкăртстанри суту-илÿ министрĕ Алексей Гусев пĕлтернĕ.

Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейĕ тĕлне хĕрлĕ эрех кăларĕç
Ĕпхÿ хулин 450 çулхи юбилейĕ тĕлне хĕрлĕ эрех кăларĕç

Унăн сăмахĕсем тăрăх, 5 гектар çĕр лаптăкĕ çинче иçĕм çырлине ремесла майĕпе ÿстереççĕ. Алă вĕççĕн тирпейлеççĕ тата пуçтараççĕ. Пуçласа пĕрремĕш тухăçне иртнĕ çул пухса илнĕ.

- Апрель уйăхĕнче хĕрлĕ эрехĕн тĕрĕслев партине хатĕрленĕ. Пурĕ 40 пин бутылка туса кăларма палăртаççĕ.

Паянхи кун иçĕм çырлин садне улăштараççĕ, çĕнĕ сортсем лартаççĕ. 2025 çулхи тухăçăн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх хĕрлĕ эрех тĕсĕсем хушăнĕç. Халĕ Алексей Гусев Ĕпхÿ хулинчи ятарласа хĕрлĕ  эрех сутакан пысăк лавккасенче Пушкăртстан хĕрлĕ эрехĕпе суту-илÿ тăвасси пирки калаçусем пыни çинчен хушса каланă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: