Урал сасси
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
17 Июлӗн , 12:07

Ĕпхÿ варринчи «Этно-яла» тирпей-илем кĕртеççĕ

Ĕпхÿ хулин историллĕ пайĕнче «Этно-ял» комплекс йĕркелес ĕç пырать.

Ĕпхÿ варринчи «Этно-яла» тирпей-илем кĕртеççĕ
Ĕпхÿ варринчи «Этно-яла» тирпей-илем кĕртеççĕ

Вăл Чернышевский тата Мустай Карим урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта, Арт-квадратран инçе мар вырнаçнă.

Этно-яла тĕп хулан 450 çулхи юбилейĕ тĕлне хатĕрленсе  2023 çул вĕçĕнче уçнă, халĕ тирпей-илем кĕртесси çеç юлнă.

Çак ĕçсем валли хула хыснинчен 11,5 млн тенкĕ уйăрнă. Вĕсенчен 5 миллионне  пĕчĕк архитектура формисем туянма, 6,47 млн тулта çутă ирттерме, территорие симĕслетме, утса çÿремелли çулсем сарма тăкакланă.

Паянхи кун объектра брусчатка сарас, бордюр чулĕсене вырнаçтарас ĕç пырать. Çывăх вăхăтра йывăç хăмасем сарма, çутă юписем лартма палăртаççĕ.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: