-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Мария Степановна Иглин районĕнче çуралнă. Чылай çул тăршшĕ колхозра вăй хунă. Унăн ĕçченлĕхĕпе тăрăшулăхне нумай Хисеп хучĕсемпе çирĕплетнĕ. Çитмĕлмĕш çулсенче Ĕпхÿ хулине куçса килнĕ, апат-çимĕç сутакан лавккара ĕçленĕ.
Мария Степановна - ăслăлăхпа çирĕп кăмăл тĕслĕхĕ. Унăн кун-çул историйĕ хальхи обществăн чи паха хаклăхĕ шутланать, - тенĕ район ертÿçи.