Андриян Григорьевич Чăваш Республикинчи Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче 1929 çулта çуралнă.
1962 çулхи август уйăхĕн 11-мĕшĕнче тĕнче уçлăхне «Восток-3» космос карапĕ вĕçсе хăпарнă. Вăл карапа СССР гражданинĕ А.Г. Николаев тытса пынă. Андриян Николаев уçлăхра 95 сехет пулса Çĕр чăмăрĕ тавра 64 хут çаврăннă, вăл пуçласа карапăн кабининче хăй ларнă креслăран салтăнса нимĕнрен тытăнмасăр хăй ирĕккĕн вĕçсе кăтартнă.
1970 çулта чăваш кăйкăрĕ «Союз-9» караппа иккĕмĕш хут тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ.
Андриян Григорьевич Николаевăн ячĕ пĕтĕм тĕнче, Тăван çĕршыв историне кĕрсе ĕмĕрсене асра юлнă, унăн чыслă ячĕ наукăпа техникăн чи пултаруллă ĕçченĕсемпе пĕр ретре. Вăл тĕнче уçлăхне тĕпчесе тĕнче наукине пуянлатнă, Тăван çĕршыва, чăваш халăхне чапа кăларнă. Вăл – чăн-чăн Паттăр, чăваш кăйкăрĕ.
Андриян Николаев пирки тĕплĕнрех хаçатăн 3-мĕш страницинче вуласа пĕлме пулать.