Ĕнер, сентябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче, чăваш халăхĕн паттăр ывăлĕ çуралнă Шуршăл ялне пысăк делегаци килсе çитнĕ.
- Андриян Григорьевич ĕмĕтленме пĕлнипе, ĕмĕтсем пурнăçа кĕрессине шаннипе уйăрăлса тăнă, - тесе палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн салам сăмахĕнче.
Андриян Николаевпа Валентина Терешкова космонавтсен хĕрĕ Алена Андрияновна Шуршăл ялне килсен кашнинчех хытă хумханнине пĕлтернĕ.
- Паян кунта чылай ача курма пулать. Çак сăмахсене шăпах вĕсене каласшăн. Андриян Григорьевич яланах Чăваш Ен çинчен каласа паратчĕ, хăйĕн чĕлхине нихăçан та манман, заводсемпе предприятисене хăпартас ĕçре пысăк тÿпе хывнă. Ачасем, хăвăр пĕчĕк Тăван çĕршывăра ан манăр, çĕршывăн тивĕçлĕ гражданинĕ пулма тăрăшăр, - тенĕ хумханса Алена Андрияновна.
Хисеплĕ хăнасем А.Г. Николаев бюсчĕ умне чечексем хунă, Асăну комплексĕн сад-паркĕнче улмуççи лартнă.