Урал сасси
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Юбилей
19 Октябрӗн , 11:10

«Урал сасси» хаçата – 35 çул

Хисеплĕ вулакансем, эсир «Урал сассин» хаçатăн 1761-мĕш номерне алăра тытатăр. Вăтăр пилĕк çул каялла, октябрь уйăхĕн 19-мĕшĕнче, шăп та лăп паянхи кун обществăлла редколлеги тăрăшнипе унăн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнă.

«Урал сасси» хаçата – 35 çул
«Урал сасси» хаçата – 35 çул

Виçĕ теçетке çурă çул хушшинче Пушкăртстанри чăваш кăларăмĕ республикăри общественноçшăн чылай ыррипе пахине турĕ, кулленхи пурнăçра вулакана хумхантаракан ыйтусене çутатса пачĕ, вĕсене татса пама пулашрĕ. Чун апачĕ пулнă май хамăр халăха çывăхрах пулма тăрăшрĕ. Вулакансем те юратнă хаçата тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Уншăн вĕсене пысăк тав.

Паян юбилей кунĕ пулнă май, «Урал сассин» мĕнпур тусĕсене, унăн малашлăхĕшĕн уйлакансене чун-чĕререн саламлатпăр. Пурне те ырлăх-сывлăх сунса, пулас кунсенче те пĕрле пулма тăрăшар. Мăн асатте-асаннесем каланă «Пĕрлĕхре –вăй» тенине яланах асра тытар.

«Урал сасси» хаçат редакци коллективĕ.

«Урал сасси» хаçата – 35 çул
«Урал сасси» хаçата – 35 çул
«Урал сасси» хаçата – 35 çул
«Урал сасси» хаçата – 35 çул
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: