Пур хыпар та
Юбилей
19 Мартӑн , 11:10

«Шанчăк» чăваш вокал ансамблĕ - 30 çулта

Уяв мероприятийĕ Ишимбай хулинчи наци культурисен центрĕнче иртнĕ. Шăпах кунта пултарулăх коллективĕ пуçтарăнать, репетицисем ирттерет, пушă вăхăта усăллă йĕркелет. «Шанчăк» чăваш вокал ушкăнне Раушания Валиева ертсе пырать.

«Шанчăк» чăваш вокал ансамблĕ - 30 çулта
«Шанчăк» чăваш вокал ансамблĕ - 30 çулта

«Юрăпа çунатланнă» уяв концертне март уйăхĕн 14-мĕшĕнче йĕркеленĕ. Ăна «Шанчăк» вокал ансамблĕ 30 çул тата ушкăн солисчĕ, пултарулăх композиторĕ, автор-юрăç, республика конкурсĕсен лауреачĕ Нина Базарова 75 çул тултарнине халалланă.

Тахçантанпах кĕтнĕ уяв савăнăç тата лайăх кăмăл парнеленĕ. Мĕншĕн тесен чăваш вокал ушкăнĕн хастарĕсем хăйсен тусĕсемпе, хисеплĕ хăнасемпе тĕл пулнă. Вĕсенчен кашнийĕ юбилярсен ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн ăшă сăмах каланă, парнесемпе чечек çыххисем парнеленĕ. Унсăр пуçне сумлă хăнасем «Шанчăк» ушкăна тата Нина Петровнана çавра çулпа саламласа Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем парса чысланă.

Юбилей уявне килнисем хаваспах чăваш коллективĕн тата Нина Петровнан пултарулăхĕпе паллашнă. Çавăн пекех Ишимбай хулинчи наци культурисен центрĕнче йĕркеленнĕ ытти халăхсен пултарулăх ушкăнĕсен юрри-ташшисене курса киленнĕ.  Çак кун шанчăкçăсемшĕн нумайлăха асра юлĕ.

 

«Шанчăк» чăваш вокал ансамблĕ - 30 çулта
«Шанчăк» чăваш вокал ансамблĕ - 30 çулта
«Шанчăк» чăваш вокал ансамблĕ - 30 çулта
«Шанчăк» чăваш вокал ансамблĕ - 30 çулта
«Шанчăк» чăваш вокал ансамблĕ - 30 çулта
«Шанчăк» чăваш вокал ансамблĕ - 30 çулта
«Шанчăк» чăваш вокал ансамблĕ - 30 çулта
«Шанчăк» чăваш вокал ансамблĕ - 30 çулта
Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: