Уяв Мария Никитина вуланă «Юбилейпа» сăвăран пуçланнă. Çакăн хыççăн мероприятие ертсе пыракансем Олег Михайловичăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ тата çирĕплĕхĕ çинчен каласа панă. Чечен вăрçин ветеранĕ вăрçă кунĕсене аса илнĕ, çухатусемпе салтаксем суранланни, еплерех паттăрлăх кăтартни çинчен каласа панă. Олег Михайлович наградисене мĕншĕн илнине те ăнлантарса панă. Паттăрлăх орденне Тăван çĕршыва хутĕленĕшĕн тивĕçнине палăртса хăварнă.
Тăваттăмĕш класра вĕренекенсем «Победа» литературăпа музыка композицийĕ кăтартса, Ульяна Ефремова «Чăлха» илемлĕ сăвă вуласа савăнтарнă. Иккĕмĕш класс ачисем вара «Катюша», Глория Иванова «Отмените войну» вăрçă юррисене шăрантарнă. Анастасия Михайлова пухăннисене «Чечня» сăвва пăхмасăр каласа панă.
Ял хутлăх администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Ефремов Олег Михайловича пурнăçри хастар позицишĕн, патриотизмшăн тата çамрăксене воспитани парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав туса Тав çырăвĕ панă. Мероприятие вĕçлесе культура çурчĕн ĕçченĕсем юбиляра юрă парнеленĕ, çирĕп сывлăх, телей тата вăрăм ĕмĕр суннă.
Авăркас районĕ, Чăваш Хурамал ялĕ.