Пур хыпар та
Юбилей
22 Сентябрӗн 2025, 13:00

Пушкӑртстанри ял 475 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать

Республикӑри ҫемье, ĕҫ тата халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан министр Ленара Иванова социаллă сетьсенче Пушкӑртстанри Краснокамски районӗнчи Николо-Березовка ялӗ хӑйӗн 475 ҫулхи юбилейне паллӑ туни çинчен пĕлтернĕ.

Пушкӑртстанри ял 475 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать
Пушкӑртстанри ял 475 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать

Вӑл яла хӑйне евӗрлӗ паллӑ та тĕлĕнмелле пулăмсемпе пуян  вырӑн тесе хак панă. Кунта Ҫветтуй Никольски храмӗ, XIX ӗмӗрти ҫуртсем, Елизавета Федоровна Аслӑ княгиня палӑкӗ, ҫавӑн пекех ял никӗслевҫисене -Строганов купсасене халалланӑ "Ладья Строгановых" арт-объект пур.

Министр каланӑ тӑрӑх, Николо-Березовкӑн тӗп пуянлӑхӗ — унта пурӑнакансем. Ленара Иванова ялти нумай ачаллӑ икӗ ҫемье пирки çырнă. Муллаяровсен ҫемйи 2019 ҫулта республикӑри усрав ҫемьесен конкурсӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен ҫичӗ ача: тӑваттӑшӗ хӑйсен, виҫҫӗшĕ – усрав ачисем. Наталипе Альберт Муллаяровсен тăван ачисем ÿссе çитĕннĕ, хăйсен тĕллĕн пурăнаççĕ.  Халĕ çемьере виçĕ усрав ачине воспитани параççĕ. Министр сӑмахӗсем тăрăх, ҫемьере ачасене «тăван» тата «ют» ушкăнсене пайламаççĕ , тӑхӑр ҫул туслӑ та пӗрлӗхлӗ ҫемьепе пурӑнаҫҫӗ.

 Гульназпа Ильдар Нургалиевсем пилӗк ача ҫитӗнтереҫҫӗ. Ачасен амӑшӗ пекарь-кондитер пулса ӗҫлет, ăна "Амӑшӗн мухтавӗ" медальпе чысланӑ, Ильдар Мушарафович Нефтекамскра ятарлӑ установкӑсен рабочийӗ пулса  ĕçлет. Ленара Иванова ҫемьесене ачасене юратнӑшӑн тата Тӑван ҫӗршыва парӑннӑшӑн тав тунӑ.

Автор: Инга Алексеева
Читайте нас