Пур хыпар та
Юбилей
7 Нарӑсӑн , 11:00

90 çул. Нумай-и вăл, е сахал-и?

Февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче Авăркас районĕнчи Меселпуç ялĕнче пурăнакан Николай Федотович Иванов 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Сумлă ветерана Меселпуç ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Ирина Александрова, шкул директорĕ Николай Иванов, ĕнерхи ĕçтешĕсем, вырăнти культура çурчĕн хăйпултарулăх ушкăнĕ ăшшăн саламланă.

90 çул. Нумай-и вăл, е сахал-и?
90 çул. Нумай-и вăл, е сахал-и?

Николай Федотович Асавпуç ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ. Арçын ача Шланлă ялĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн аслă шкула çул тытнă. Юбилярăн пурнăçĕнчи пĕлтерĕшлĕ тапхăрсенчен пĕри Инçетри Хĕвелтухăçĕнче тинĕс авиацинче салтак тивĕçне пурнăçлани пулса тăнă.

Çартан таврăнсан Николай Федотович 10 çул хушши Çтерлĕпуç районĕнчи шкулсенчен пĕринче директор тивĕçне пурнăçланă, унтан Семенкино пĕлÿ çуртĕнче учительте тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Меселпуç суту-илÿ предприятийĕнче товаровед пулса ĕçленĕ.

Николай Федотович 38 çул хушши Меселпуç ялĕнче пурăнать. Вăл Зоя Васильевна мăшăрĕпе хаваспах хăйпултарулăх ушкăнне çÿрет.

Авăркас районĕ, Меселпуç ялĕ.   

90 çул. Нумай-и вăл, е сахал-и?
90 çул. Нумай-и вăл, е сахал-и?
90 çул. Нумай-и вăл, е сахал-и?
90 çул. Нумай-и вăл, е сахал-и?
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас