

Нумаях пулмасть, апрель уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Çтерлĕ районĕнчи Усăллă ялĕнче пурăнакан Дарья Кириллова 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Кинемее паллă кунпа Çтерлĕ районĕнчи ветерансен организацийĕн председателĕ В.Ю. Зазулин, Услинский ял Канаш администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Н. Вахитов тата Усăллă ялĕнчи вулавăш ĕçченĕ О.С. Патраева ăшшăн саламланă. Хăнасем сумлă юбиляр ячĕпе нумай ырă, хисеппе тата юратупа тулнă сăмахсем каланă.
Дарья Ивановна Усăллă ялĕнче çуралса ÿснĕ. Вун икĕ çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен колхозра ĕçленĕ, пăрусем пăхнă тата ĕне сунă. Унсăр пуçне пилĕк ача çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Паянхи кун Дарья Кириллована вунă мăнук тата 17 кĕçĕн мăнук пурри савăнтарать.
Дарья Ивановнана сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатпăр. Тăванĕсемпе çывăх çыннисен хушшинче нумай çул хушши пурăнма çирĕп сывлăх сунатпăр.
Çтерлĕ районĕ, Усăллă ялĕ.