

Вӑл Чăваш Енри Куславкка районӗнчи Пилешкассинче ҫуралнӑ. Чиркӳпе прихут шкулӗнче вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ, ҫав шутра матрос та, вӑрман тиекен те пулнӑ.
1925 ҫулхи март уйӑхӗнче ӑна вырӑнти ял Канашĕн председательне лартнӑ, тепӗр ҫулхи май уйӑхӗнче Чӑваш АССР халӑх комиссариачӗн коллеги пайташӗ пулма шаннӑ.
1931 ҫулта вӑл Мускаври кинематографистсен институтӗнчи киносценаристсен ҫулталӑклӑх курсӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1938 ҫулччен «Чӑвашкинора» сценарист пулнӑ. Унсӑр пуҫнӗ вӑл 1933–1938 ҫулсенче «Союзкинохроникӑн» чӑваш студийӗн директорӗнче тӑрӑшнӑ. 1938–1942 ҫулсенче «Ленин ялвёпе» хаҫат редакторӗнче ĕçленĕ. 1942 ҫулта вӑл Хӗрлӗ Çарта политика ӗҫченӗ пулнӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Куславкка районӗнче партин райкомӗнче агитаципе пропаганда пайӗн заведующийӗнче, райӗҫтӑвкомра культура учрежденийӗсен пайӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ.
Никифор Мранькка 1973 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Куславккара пытарнӑ.
Унӑн уйрӑмах паллӑ хайлавӗ — нумай томлӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» романӗ. Асӑннӑ роман тӑрӑх Чӑваш академи драма театрӗнче спектакль те лартнӑ.
Чăваш халăх сайчĕ
Редакцирен. Çак материала комментари парса чăваш халăх поэчĕ Валерий Туркай хăйĕн шухашĕсене пĕлтернĕ: «Ку паха материалшăн "Чăваш халăх сайтне" - пысăк тав!
Анчах та июнĕн 9-мĕшĕ вăл -- кивĕ стильпе! Çĕнĕ стильпе Никифор Федорович июнĕн 22-мĕшĕнче çуралнă.
Тата темшĕн кунта Мранькана 1950 çулта айăпĕ пачах та çук çĕртен, вырăнти иртĕнсе çитнĕ партократсене критикленĕшĕн тĕрмене хуптарни пирки çырман... Çырмаллах пулнă! Мранька ун чухне, хăйне мĕн кĕтнине пĕлсех, хура халăха хÿтĕленĕ пулнă. Ку вăл - чăн-чăн Паттăрлăх пулнă!», - тенĕ çыравçă.