

Пĕр ĕмĕр хушшинче мĕн чухлĕ шыв юхса иртмен-ши, миçе çын шăпи çырăнман-ши? Çавăнпа та аса илмелли, пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçмалли, тăван кĕтесе тепĕр хут курса савăнмалли паллах çителĕклех. Шăпах çак ăшă та хумхантаракан туйăмсем кунта пурăнакансемпе çуралса ÿснĕ çынсене уяв кĕрекине пухнă та.
Юбилей мероприятине пухăннă халăха Пишкайăн ял хутлăх (Белогорка çав йыша кĕрет) администрацин пуçлăхĕ Владимир Евстафьев саламланă. Ялта пурăнакансене ырлăх-сывлăх суннă май, унăн малашлахне çутă та аталануллă тума суннă, тăван кĕтесрен аякра пурăнакансене çыхăнăва татмалла маррине аса илтернĕ.
Уяв программине Пишкайăн ялĕнчи культура ĕçченĕсемпе вырăнти хăйпултарулăх ансамблĕн хастарĕсем илем кÿнĕ. Тăван тăрăха, атте-аннепе тăван кил-çурта, тус-юлташсемпе çывăх çынсене халалланă юрă-кĕвĕ кашнин кăмăлне çĕкленĕ, хыçа юлнă кунсене аса илтернĕ.
Сăмах май, паянхи кун Белогорка ялĕнче 15 çын пурăнать.
Юрий СНЕГОПАД.