Пур хыпар та
Çын тата саккун
19 Мартӑн 2019, 14:30

Пĕчĕк ялăн туслă уявĕ

Яланхи йăлапа Çăварни кунĕ Ăхпуç ялĕнче туслă та хаваслă иртрĕ. Унта ача-пăча тата аслăраххисем те хутшăнчĕç. Çынсен кăмăлне çĕклеме урамра хитре юрă-кĕвĕ янăрарĕ.

Палăртнă вăхăтра уява хутшăнас текенсем ял варринче пуçтарăнчĕç. Хастар ачасем тĕрлĕрен вăйăсенче выляса ăмăртрĕç, ватăраххисем те вĕсенчен юлмарĕç. Вăйăсене йĕркелесе ирттерме пулăшакансем хамăр ял çамрăкĕсем пулчĕç: Ĕпхÿре аслă пĕлÿ илекен Ксения Николаева тата Пелепей хулинче ятарла пĕлÿ илекен Вячеслав Еремеев. Çак уçă кăмăллă çамрăксем ялта пĕрер мероприяти ирттернĕ чухне яланах пулăшма тăрăшаççĕ. Пысăк тав вĕсене.
Ача-пăчасем çав вăхăтрах тăвайккинчен ярăнса та савăнчĕç. Кайран пурте пĕрле такмакла-такмакла, ала-аллăн карталанса Катемпине çунтарса ятăмăр. Асăнмалăх пĕрле тăрса сăн ÿкерчĕк турăмăр. Уяв вĕçĕнче ял вулавăшне кĕрсе тутлăран та тутлă икерчĕ çисе, вĕри чей ĕçсе килентĕмĕр. Уяв сĕтелне хатĕрлеме пулăшнă тăрăшуллă Лариса Еремеевапа Галина Ермолаевана, Людмила Фаизовапа Татьяна Николаевана тата ытти ыр çынсене пысăк тав сăмахĕ калас килет.
Çак уява йĕркелекенĕ - Ăхпуç ял вулавăшĕ (унта ĕçлекенĕ Л.А. Кириллова). Тата çакна та палăртса хăварас килет: юлашки вăхăтра ялти пĕтĕм мероприятисене йĕркелесе ирттерме ял халăхĕ пулăшнипе кăна тума май пур. Кашниех пысăк ĕçре хăйĕн тÿпине хывать. Кам мĕн чухлĕ мехел çитерет. Çавăнпа та ялти пур мероприятисене йĕркелесе ирттерекен пĕтĕм ырă чунлă çынсене вулавăш ятĕнчен çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунас килет.
Лия ДМИТРИЕВА.
Пишпÿлек районĕ‚ Ăхпуç ялĕ.
Читайте нас: