Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата саккун
5 Августӑн 2022, 10:55

Пушкăртстанра 2022 çулхи пĕрремĕш çур çулта вилекенсен шучĕ 9,9 % чакнă

Ĕнер, август уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Пушкăртстан Пуçлăхĕн администраци ертÿçи Максим Забелин «Сывлăх сыхлав сехечĕ» форматпа черетлĕ канашлу ирттернĕ.

Пушкăртстанра 2022 çулхи пĕрремĕш çур çулта вилекенсен шучĕ 9,9 % чакнă
Пушкăртстанра 2022 çулхи пĕрремĕш çур çулта вилекенсен шучĕ 9,9 % чакнă

Республика Пуçлăхĕн социаллă коммуникацисемпе ĕçлекен управлени ертÿçи Елена Прочаковская çынсем социллă сетьсенче хускатнă ыйтусен статистикипе паллаштарнă. Июль пуçланнăранпа 1345 çын хăйсене канăç паман тĕрлĕ ыйтусене çĕкленĕ. Нумайăшсем йалана кĕнĕ, системăра çирĕпленнĕ ыйтусемех – сывлăх сыхлавĕпе çыхăннисем. Вĕсен шутĕнче тухтăр патне çырăнасси, кăшăлвирусран вакцинаци тăвасси тата эмелсемпе тивĕçтересси.

Канашлура çавăн пекех сывату учрежденийĕсенчи апатлану ыйтăвне те çĕкленĕ. Забелин сывлăх сыхлав министерствине Роспотребнадзорпа пĕрле больницăсенчи апатлану йĕркине тата аутсортинг предприятийĕсемпе мĕнле ĕçленине пăхса тухса анализ тума хушнă.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ хушнипе унăн администрацин тĕрĕслев управленийĕ 2019-2021 çулсенче хута яна ФАПсене тишкернĕ. «Сывлăх сыхлав» наци проекчĕпе усă курса виçĕ çулта 197 модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă. Вырăна тухса тĕрĕсленĕ кăтартусем тăрăх, август уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне отпусксене тата чирленине пула 28 ФАП ĕçлемест, 37 вырăнта çак ĕçе урăх çĕрти çынсене явăçтараççĕ. 128 ФАП яланхи йĕркепех ăнăçлă ĕçлеççĕ. Фельдшерсем пачах çуккине тата ĕçлекен специалистсемпе комплектламан тĕслĕхсене тупса палăртман.

ПР сывлăх сыхлав министрĕ Айрат Рахматуллин кăçалхи çур çулти демографи лару-тăрăвĕпе паллаштарнă. 2022 çулхи ултă уйăхра вилекенсен шучĕ 9,9 процент тата çуралакансем 4,1 процент чакнă.

Çулталăк пуçланнăранпа регионта 17 331 ача çуралнă, çакă иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 749 çын сахалрах. Социаллă медицина лару-тăру индикаторĕн тĕп палли çынсем ĕçлеме пултаракан ÿсĕмре  вилни пулса тăрать. Вăл республикăра мĕнпур вилнĕ çынсен (çур çулти) 23 проценчĕпе танлашать. Кăçалхи ултă уйăхра ĕçлеме пултаракан 5 741 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Кăтарту 9,2 процента сахалланнă, 100 пин çын пуçне 521,2 çын пулать. Иртнĕ çул 573,7-пе танлашнă. Вилĕмĕн тĕп сăлтавĕсен шутне çаксене кĕртмелле: юн çавранăшĕ пăсăлни (37,3 %), сиенлĕ шыçăсем (12,4 %), сывлав органĕсен чирĕсем (7,8 %) тата ытти тулаш пулăмсене (6,8 %) пула. Çав вăхăтрах чĕрепе юн тымарĕ чирĕпе аптраса вилекенсем 6,2 процент чакнă.

Çынсем сахалрах вилнине Ĕпхÿ районĕнче (8,8 %), Межгорье (8,9 %), Октябрьски (9,2 %), Нефтекамск (9,3 %), Ĕпхÿ (10,3 %) хулисенче сăнама пулать. Архангельск (19,6 %), Бурай (19,4 %), Бакалă (18,9 %), Балтач (18,6 %), Шаран (18,6 %) районĕсенче вара кăтартусем пысăкрах.

ПР сывлăх сыхлав министрĕ каланă тăрах, республикăра 2022 çулти ултă уйăхра сиенлĕ шыçăсене пула вилесси 1,5 % сахалланнă.

- Сывлав органĕсен чирĕсене пула çын пурнăçĕ татăласси 35 % чакнă. Кунта тĕп сăлтавĕ кăшăлвирус сарăлас эпидеми лару-тарăвĕ лайăх енне улшăнни пулса тăрать. Ытти ведомствăсемпе пĕрле хутшăнса пуçаруллă ĕçлени тулаш сăлтавсене пула вилессине 15,1 % сахаллатнă, - тенĕ Айрат Рахматуллин.

2022 çулта  профилактика ĕçĕсем туса ирттермелли планпа 1 262 004 çынна тĕрĕслемелле. Çав шутра çитĕнсе çитнĕ ÿсĕмрисем пĕр миллион ытла çын диспансеризаци, 357 пин  пациент тарăнрах диспансеризаци иртмелле. Çичĕ уйăхра палăртнин 55 % çак процедурăна иртнĕ. Çăв вăхăтра специалистсем диспансериализаци урлă иртнĕ çитĕннĕ çынсенчен 67 пинĕшĕн (11,9 % пулать) пуçласа чир аталаннине тупса палăртнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: