Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çын тата саккун
21 Сентябрӗн 2022, 10:00

Шăши сив чирĕпе чирлекенсен шучĕ ÿсет

Пушкăртстан геморраги сив чирĕпе (халăхра ăна шăши сив чирĕ теççĕ) чирлессипе ăнăçсăр регионсенчен пĕри шутланать.

Шăши сив чирĕпе чирлекенсен шучĕ ÿсет
Шăши сив чирĕпе чирлекенсен шучĕ ÿсет

Сăлтавĕ вара çăка йывăççисенче. Пушкăрт вăрманĕсем шăпах вĕсемпе пуян. Уй-хирти шăшисемшĕн, вĕсем чир ертекенсем шутланаççĕ, çăка вăрлăхĕ чи юратнă апат пулса тăрать. Тутă та кăмăллă кăшлавçăсем хăйсем чирленине туймаççĕ, çавăнпа пĕр-пĕрне чир ертеççĕ. Малалла вара ăнланмалла: çын чирлĕ шăши чупса иртнĕ курăка çăварне чиксен е кăшлакан чĕр чунсем туалета çÿренĕ урая шăлма тытăнсан вирус организма лекет, аркатма тытăнать. Ăшă хĕл кунĕсем, типĕ çу, каяшсемпе тулнă контейнерсем – шăшисем хăвăрт ĕрчемелли тата çынна чир ертмелли условисем. Кăçал республикăра геморраги сив чирĕпе 1,5 пин çын чирленĕ. Иртнĕ çулхи кăтартупа танлаштарсан, 8,5 хут нумайрах. Унсăр пуçне вилĕмпе вĕçленнĕ виçĕ тĕслĕх те пулнă. Вĕсем пурте чылай вăхăт иртсен çеç медицина пулăшăвĕ пырса ыйтнă.
Кашни виççĕмĕш чирлекен çын Ĕпхÿрен
Ытларах шăши сив чирĕпе 20-50 çулхи арçынсем чирлеççĕ. Çав шутра - ял ĕçченĕсем, пулăçăсемпе сунарçăсем. «Шăши» ытларах тĕл пулакан районсем те пур: Краснокамскпа Татăшлă, Аскинпа Благовещенск тата Нуриман тăрăхĕсенче вĕсен шучĕ чылай. Çавăн пекех хăрушлăх зонине Ĕпхÿ тата ун таврашĕ кĕрет. Кунта парксемпе вăрмансем, шăшисем килĕштернĕ свалкăсем нумай. Çавăнпа мегаполисра та чирлеме пулать. Чылайăшсем геморраги сив чирĕ çуллахи чир тесе шутлаççĕ. Апла шутлани пачах та тĕрĕс мар. Шартлама сивĕ хĕл кунĕсенче те кăшлавçăсем вилмеççĕ, ăшă та нумай хутлă çуртсене пурăнма куçаççĕ. Çапла майпа малалла çынсене сиен кÿреççĕ. Роспотребнадзор кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн шăши сив чирĕпе чирленĕ 1 600 тĕслĕхрен 600-шĕ Ĕпхÿ хулинче пулса иртнĕ.
Геморраги чирĕ мĕнпе хăрушă?
Пÿре синдромĕллĕ геморраги сив чирĕ – çивĕч инфекци, юн тымарĕсене сиен кÿрет. Ытларах пÿре, çавăн пекех пĕвер, ÿпке, пыршă çулĕ тата пуç мими чире парăнать. Шăши сив чирĕ – хăрушă чир, вăл вилĕм патне те илсе çитерме пултарать. Чирĕн пĕрремĕш паллисене гриппа е шăнса пăсăлнипе арпаштарма пулать: çавăн пекех ÿт температури çĕкленет (41 градуса çити), куçсем хĕрелеççĕ, ывăнни сисĕнет, пуç тата пилĕк ыратать. Пĕр-икĕ кунтан ÿт температури чаксан чирлекен «сывалатăп» тесе шухăшлать. Анчах çак вăхăтра вирус вăй илет – чир пысăк хăвăртлăхпа аталанать. Енчен те вăхăтлă тухтăр патне çитмесен сиен курма пулать. Çавăнпа хăвăр тĕллĕн сипленме юраманнине асра тытăр. Тухтăрсем çеç тĕрĕс диагноз лартма тата сиплеме пултараççĕ.
Чир ертессинчен мĕнле сыхланмалла?
Шел пулин те шăши сив чирĕнчен прививка тумаççĕ. Кам çак хăрушă чирпе пĕрре чирленĕ çав çыннăн çеç иммунитет аталанать. Ыттисене пурне те асăрхануллă пулни çăлса хăварма пултарать. Кăшлавçăсемпе кил-çуртра та, пахчара та вăхăтра кĕрешмелле, вĕсене иртĕхме, хуçаланма майсем туса памалла мар. Çак ĕçре кушаксем, шăши тытмалли капкăнсем тата наркăмăшсем пулăшаççĕ. Тепĕр самант – дачăра е пахчара çÿп-çап пуçтарнă чухне перчетке тата респиратор тăхăнăр. Шăпăрпа усă курни вырăнсăр, нÿрлĕ çĕтĕкпе тата хлоркăллă шывпа çуса тасатсан аванрах пулмалла. Вирусшăн сивĕ сывлăш темех мар, хлоркăна вара вăл чăтаймасть. Апат-çимĕç патне кăшлавçăсем кĕрессинчен сыхланăр. Апат çиес тата сигарет туртас умĕн аллăра çăвăр, юрпа алла çума, çумасăр çырла çиме юрамасть. Дачăра çÿп-çап валли свалка ан йĕркелĕр. Похода кайса килсен алла тата пите супăньпе çумалла. Енчен те кăшлавçăсем нумай хутлă çуртра ĕрчесен управляющи компанине пĕлтерĕр. Вĕсем, çакăн пек лару-тăру сиксе тухсан, пÿлĕмсене чĕр чунсенчен хими наркăмăшĕпе пĕтерме ятарласа маларах организацисемпе килĕшÿ тăваççĕ. Компани ертÿçисем кăшлавçăсемпе кĕрешнине тĕрĕслесех тăмалла.
Шăши чирĕнчен упранас тесен:
– похода кайсан улăм е утă купи ăшĕнче çĕр каçма юрамасть, фотосессисем тунă чухне çакăн евĕр пулăмсемпе тĕл пулма ан тăрăшăр;
– дачăна килсен çурта уçăлтарăр, эсир кунта пĕр эрне çеç пулман пулсан та нÿрлĕ тирпейлÿ йĕркелĕр;
– дачăри пÿлĕме тасатнă-тирпейленĕ чухне перчетке, респиратор, ĕç тумтирĕ тăхăнăр. Ĕçленĕ вăхăтрах апат çиме юрамасть;
– вĕретнĕ шыв çеç ĕçмелле, апат-çимĕçе кăшлавçăсем çитеймен вырăна хумалла;
– гербари валли йĕкел тата çулçăсем пухнă хыççăн вĕсене антисептикпа сапмалла.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: