Проектăн тĕллевĕсем – сусăр çынсем валли пурăнмалли условисем тăвасси, вĕрентÿ тата професси тĕлĕшĕнчен аталантарасси, реабилитаци валли продукци тăвакан промышленность производствине пулăшу парасси, сывлăх çитменлĕхĕсем пур çынсене(аслисемпе ачасене) халалланă комплекслă реабилитаци системине аталантарма условисем туса парасси.
1995 çулта инвалидсен социаллă хÿтлĕхĕ çинчен калакан саккуна хатĕрленĕ чух «Ортомода» компани ушкăнĕсен директорĕсен канашĕн председателĕ, «Инвалидсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен наци центрĕ» («Национальный центр проблем инвалидности») автономлă коммерциллĕ мар организацин генеральнăй директорĕ, Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн эксперчĕ Александр Лысенко сĕннипе адаптаци тумтирне ребилитаци иртмелли техника хатĕрĕсен шутне кĕртнĕ. Ăна федераллă бюджетран тÿлевсĕр уйăрма йышăннă. Сусăр çынсем медицина кăтартăвĕсем тăрăх ятарлă тумтире тÿлевсĕр илмелле. Анчах та ăна илме пачах та çăмăл мар, мĕншĕн тесен социаллă медицина экспертизи ăна уйрăм инвалидсен реабилитаци программине кĕртмест.
- Çакă сусăр çынсене хÿтĕлекен социаллă саккун пĕтĕм вăйпа ĕçлеменнинчен килет. Пушкăртстанра çак ыйтăва çĕклени питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мода кăтартăвне сусăр çынсемпе модельсем хутшăнĕç. Унăн пĕлтерĕшĕ мода пуриншĕн те пĕр тан пулнине кăтартасси. Ĕпхÿ хули «Барьерсене çĕмĕрсе» форумра асăннă мода кăтартăвне йĕркелеме шутлани лайăх çĕнĕлĕх тата ытти регионсемшĕн паха та ырă тĕслĕх, - пĕтĕмлетнĕ Александр Лысенко.